Кӑҫалхи шӑрӑха пула республикӑра тӗш тырӑ 27,9 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ. Уйрӑмах кӑнтӑр енчи районсем шар курчӗҫ. Вӗсем ҫеҫ-и, ҫумӑрсӑр аптӑранине вӑрнарсем те палӑртаҫҫӗ. «Ҫутҫанталӑка эпир питӗ кӳренетпӗр», — терӗ __Вӑрнар район__ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ЧР Патшалӑх Канашӗн Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн асӑннӑ тӑрӑха тухса ирттернӗ анлӑ ларӑвӗнче. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене кӑҫал удобренипе икӗ хут ытларах апатлантарнӑ, апла пулин те хуҫалӑхсене тухӑҫ тивӗҫтермест. Тулӑ гектар пуҫне вӑтамран унта 21,7 центнер тухать. Ку вӑл, сӑмах май, елчӗксем хыҫҫӑн иккӗмӗш кӑтарту-мӗн.
Ӗҫҫине илсен, ӗнерхи кун тӗлне республикӑри хуҫалӑхсем тӗш тырӑна ӗнерхи кун тӗлне 51,2 пин гектар ҫинче вырса илнӗ, ку вӑл мӗн пур лаптӑкӑн пӗрре пиллӗкмӗш пайӗнчен 2 процента яхӑн нумайрах. Ир пулакан ҫӗрулмие 163 гектар кӑларнӑ, пахча ҫимӗҫе — 20 гектар.
Комбайнсем республикӑра 979 единица шутланса тӑраҫҫӗ, анчах вӗсенчен вырмана 774-шне явӑҫтарнӑ. Асӑннӑ хисепрен 528-шӗ 12 ҫултан кивӗреххисем иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |