Паян __Шупашкарти__ Чапаев скверӗнче «Сӗтев» хаҫат йӗркеленӗ митинг иртрӗ. Халӑхӗ сахал марччӗ — пӗр 200–300 ҫын таранах пухӑнчӗ. Ытларах, паллах, ватӑраххисем. Ҫамрӑксем те ҫук марччӗ ӗнтӗ. Халӑх пухӑвӗнче ытти чухне тухакан ҫынсем те сахал пулмарӗҫ.
Тухса калаҫакансем хушшинче Эдуард Мочалов, Тамара Романова тата ыттисем пулчӗҫ. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем депутатсене ӗҫрен хӑтарма («хӑй вӑхӑтӗнче Тамара Романовӑна хӑтарнӑ пек» терӗҫ), Михаил Игнатьева тата правительствӑна отставкӑна яма чӗнсе каларӗҫ. Ҫавӑн пекех Илле Иванова тата «Сӗтев» хаҫата суя айӑпланине сивлеме ыйтрӗҫ.
Халӑх пухӑвӗ ытла та кичем ан пултӑр тесех пулӗ Эдуард Мочалова килӗштерменнисем хӑйсен плакачӗпе тухрӗҫ. «Мочалов, парӑмсене парса тат!», «Мочаловӑн вырӑнӗ тӗрмере!», «Эдик, пӑрах ҫынсене улталама!» ҫырнӑ хутсене туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн тепӗр самантранах тенӗ пек вӑл ҫамрӑксене хӑваласа ячӗҫ, плакачӗсене туртса илсе ҫурса тӑкрӗҫ.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/152125/|**Сӑнсем**__ (78)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |