__Тутарстанри__ __Аксу районӗнчи__ Кивӗ Урезеево ялӗнче чӑн чӑвашла туй ирттернӗ. Кунта чуна чи савӑнтараканни чӑн чӑвашла туй йӗркелени кӑна та мар — авалхи йӑласем манӑҫаҫҫӗ пулин те, Турра шӗкӗр, чӑвашла туй аваллӑхах юлайман-ха. Хӑпартлантараканни — унти чӑвашсен чӑвашла туйне РЕН ТВ канал хӗлле телевизорпа кӑтартасси.
Телевиденире ӗҫлекенсем наци йӑли-йӗркине кӑтартакан проекта хута янӑ пулинех теме те пулать пек. Пур-ши ун пекки ҫав каналӑн е ҫук-ши — калаймӑпӑр. __Аксу районӗнчи__ Надежда Пименовӑпа Петр Ваструков телекамера умне каналӑн «Тӑватӑ туй» проектне хутшӑннӑ май лекнӗ. Тупӑшас ӗмӗтне палӑртса малтанласа Надя анкета шӑрҫаланӑ. Кӗҫех вӑл Мускав, Питӗр тата Пенза пикисемпе пӗрле проекта лекнӗ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, пикесен хӑйсемпе тупӑшӑва тухнисен туйӗсене хакламалла. Питӗрпе Пензӑра туй иртнӗ те иккен, каярах Мускав хӗрӗн туйне ӳкерӗҫ.
Чӑваш туйне тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе ирттернӗ. Мӗнпур саманчӗ пирки кӗске информацире тӗплӗн каласа параймӑпӑр. Пӗрне вара асӑнар — каччӑ килне ҫитсен хӗре тухья хывтарса хушпу тӑхӑнтартнӑ. Ку вӑл — хӗртен арӑм пулнине пӗлтерекен паллӑ.
Ялта тутарсемпе вырӑссем те пурӑнаҫҫӗ иккен. Туй кӗрекинчи мӑшӑра вӗсем хӑйсен йӑли-йӗркине пӑхӑнса саламланӑ.
Туя хаклама пынӑ хула хӗрӗсем чӑн чӑвашла туя курса тӗлӗннине пытарман.
__http://www.aksubayevo.ru/ru/component/k2/item/3703-v-aksubaeve-syigrali-chuvashskuyu-svadbu-odnu-iz-chetyireh-svadeb-proekta-ren-tv.html|**Сӑнсем**__ (16)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |