Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Regnum хыпар агентстви Чӑвашстат хыпарланине тӗпе хурса.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫи парӑмӗ республикӑра 7,0 миллион тенке ҫитнӗ иккен, ку вӑл иртнӗ ҫулхи ҫав кунхипе пӑхсан 2,2 миллион тенкӗ нумайрах иккен. Пӗчӗк усламҫӑсем епле ӗҫленине калама йывӑр — ӗҫ укҫипе ҫавӑн чухлӗ парӑм пухса янисен шутне статистсем вӗсене кӗртмен. Ял хуҫалӑхӗ, сунар тата вӑрман хатӗрлес енӗпе тӑрӑшакан предприятисем вара вӑхӑтра татӑлманни пулкалать-мӗн. Маларах каланӑ парӑмран 58,4 проценчӗ шӑпах ҫавсене тивет те иккен. Тепӗр чӗрӗк пайӗ электроэнергетика предприятийӗсен тӳпи.
Ӗҫ укҫипе парӑма кӗменнисен шутӗнче — 17 районпа __Шупашкар__, __Ҫӗнӗ Шупашкар__, __Ҫӗмӗрле__ хулисем. Вӑхӑтра татӑлманнисен списокне 3,9 миллион тенкӗ пухса янӑ __Муркаш районӗнчи__ предприятисем тата 1,7 миллионлӑ __Улатӑр районӗ|улатӑрсем__ кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |