__Елчӗк районӗнчи__ __Лаш-Таяпа__ ялӗнчи Пӗрремӗш май урамӗнчи урапа ҫулӗпе кӗрсе тухма хӗн пулнӑ. Вырӑнтисем ӑна юсама шут тытнӑ. Ӗҫне пурнӑҫлаканнине конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Унта ҫав ялти А.И. Васильев фермер ҫӗнтернӗ.
Халӗ унӑн 3,5 метр сарлакӑш ҫула 350 метр тӑршшӗ юсамалла. Унта хайхин 15 сантиметр хулӑнӑш сийпе вак чул витсе тухмалла. Урам тӑршшӗ вара пурӗ 900 метр-мӗн-ха. Урам тӑршшӗпех юсама унта пурӑнакансем килсерен укҫа пухнӑ иккен. Ҫав ялта ҫуралнӑ, халӗ __Шупашкарта__ пурӑнакан Владимир Меметов вара ҫул айне хума шыв пӑрӑхӗ кӳрсе килнӗ. Ҫак канмалли кун ҫынсем пӗрле пухӑнса ӗҫленӗ, пӑрӑх хунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |