«Туй кӑлтӑксӑр иртмест», — каларӑш паянхи пурнӑҫра та хӑйӗн чӑнлӑхне ҫухатман. Савӑнӑҫлӑ пулӑмра та ятлаҫса е тытӑҫса илмеллӗх сӑлтавӗ яланах тупӑнать. Ав, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Иртнӗ кану кунӗсенче республика тӗп хулинче мӑшӑрланакан икӗ чун туй савӑнӑҫлӑ иртессе шаннӑ ӗнтӗ, анчах та шанни кӑлӑха пулнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар.
Туй вӑл тепӗр майлӑ хӗвешӳ: пур те таҫта васкаҫҫӗ, тӗл паллисӗр енчен енне чупкалаҫҫӗ, темрен юласран хӑраҫҫӗ. Васкакан вара вакка сикет. Кӑна ӗнтӗ ваттисем ахальтен мар каланӑ. Хайхи туйра вара качча тухакан хӗрӗн тантӑшӗ ватӑсем каланине чухласах кайман пулмалла. Пулас мӑшӑрсем ларса пыракан урапана хуса ҫитес тесе вӑл ҫул урлӑ каҫакан ҫуран утакансене те асӑрхаман, ҫапса кайнӑ.
«НТВ» хыпарланӑ тӑрӑх вӑйлӑ ҫапӑннине пула арҫынпа хӗрарӑм темиҫе метр малалла вӗҫсе кайнӑ. Иккӗшӗ те вара хӑйсем тӗллен ура ҫине тӑма пултарайман, вӗсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне туй хӑнисем кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра иртсе пыракан васкавлӑ пулӑшу урапи вара икӗ шӗремете пульница леҫнӗ.
Инкекре шар курнӑ хӗрарӑмпа арҫын самай сусӑрланнӑ. Хайхи васкакан хӗр вара инкек вырӑнӗнчен тарас шухӑшлӑ пулман, вӑл ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑракан инспекцине кӗтме юлнӑ.
Пӑтӑрмахӗ хӗрӗн урапи ҫинче вырнаҫнӑ фоторегистратӑр ҫинче ӳкерӗнсе юлнӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |