__Вӑрмар районӗнчи__ __Кавал__ ялне ҫав тӑрӑхри тата кӳршӗллӗ районсенчи хурт-хӑмӑр ӑстисем семинара пухӑннӑ. Пырса ҫитнӗ хӑнасен хушшинче вӑрмарсемсӗр пуҫне куславккасем, тӑвайсем тата Тутар Республикинчен килнӗ пыл хурчӗ ӗрчетекенсем пулнӑ. Вӗсем О.В. Таратина фермер патне пуҫтарӑннӑ. Унта Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов, хурт-хӑмӑр агентствин тӗп директорӗ Геннадий Максимов хутшӑннӑ.
Семинар Таратинсем пыл хуртне тытас ӑсталӑхпа паллаштарнинчен пуҫланнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫемье динатсийӗ 200 ҫула яхӑн иккен. Хурт-хӑмӑр агенствин пуҫлӑхӗ Геннадий Максимов вара ку отрасльти ӗҫ-хӗле тишкернӗ, тӗрлӗ сӑтӑрҫӑпа тата чир-чӗрпе епле кӗрешмелли пирки ӑнлантарса панӑ. Вӑл хурт-хӑмӑр ӑстисенчен хӑшӗсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Таратинсен кил хуҫине, Иван Петровича, «Пчеловодство в Чувашии» кӗнекене парнеленӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2586658|**Сӑнсем**__ (7)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |