Пукане театрӗ черетлӗ сезонта «Пирӗн пӗр пек пулмасан та тем мар» ятпа Пӗтӗм тӗнчери I фестиваль ирттересшӗн. Ӑна вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракан валли тесе палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, 2009 ҫултан тытӑнса коллектив социаллӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗнчен хӳтлӗхсӗр ҫемьесенчи ачасемпе ӗҫлессипе ҫине тӑрать. Вӑл пульницӑра выртакансем патне ҫитсе те спектакльсем кӑтартать, сусӑрсем пирки те манмасть, тӗрмесене ҫитсе те ӑса вӗрентекен хайлавсене выляса кӑтартать.
Ҫӗнӗ, 69-мӗш тетар сезонӗнче «пуканесем» __Валентина Элпин__ «Эп халь телейлӗ» повеҫӗ тӑрӑх спектакль сцена ҫине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл вырӑна тухса кӑтартмаллискер пулӗ. Премьерӑна юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Тепӗр ҫӗнӗ спектакле вара ҫав уйӑхӑн 29-мӗшӗ валли палӑртнӑ. Вӑл А. Вученовичӑн «История старого дуба» хайлавӗ тӑрӑх пулӗ. Раштавӑн 19-мӗшӗнче Ш. Перрон «Золушкине» тӗпрен ҫӗнетнӗ вариантпа кӑтартӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Сургут хулинчи «Петрушка» пукане театрӗпе ылмашса спектакль лартма палӑртса хунӑ: вӗсем пирӗн пата килмелле, пирӗннисем унта каймалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |