Масар-ҫӑва таврашӗсенче шӑматкунлӑхсем ирттерни паха ӗҫ. Ҫавӑнпа кашни ял тенӗ пек пӗр хутччен пулин те ҫак ӗҫӗ явӑҫать.
Шӑматкун, ҫурлан 10-мӗшӗнче вара __Атнар ял тӑрӑхӗн__ специалисчӗсемпе Депутатсен канашлӑвӗн депутачӗсен пуҫарӑвӗпе Атнар ялӗнчи ҫӑва ҫинче шӑматкунлӑх иртнӗ.
Унта вара администраци ӗҫченӗсем кӑна мар, ялти хастар ҫыннисем те тухнӑ. Ӗҫӗ вара ватти-вӗттине те туллинех ҫитнӗ: Мадебейкин Александр Юрьевич хӑйӗн тракторӗпе типнӗ курӑка ҫулнӑ, хӗрарӑмсем вара курӑкне пуҫтарса ҫунтарнӑ. Атнарти пушара хирӗҫ тӑракан постӑн ӗҫченӗсем Волков Ю.Г., Железнов В.И. тата __Атнар__ клубӗн ертӳҫи Шуськин Г.А. бензин ҫинче ӗҫлекен ҫавапа ӳссе кайнӑ тӗмӗсемпе типнӗ курӑка ҫулнӑ. Никифоров И.Ф., Кузьмин Н.С., Куропаткин Г.М. вара ватӑ, самаях туратланса кайнӑ йывӑҫсене каснӑ.
__Шорово__ ял ҫыннисем блоксенчен асӑнмалли ҫурта купаланӑ. __Тарапай__ тата __Туканаш__ ялсен арҫыннисем вара асӑнмалли тӳрем ҫӗрне тӳрлетнӗ.
Шӑматкунлӑха пӗтӗмӗшлӗ 100 яхӑн ҫын тухнӑ. Тарапай, Атнар ялти ҫыннисем вара хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе, хастарлӑхӗпе паллӑрса юлнӑ.
«Малашне те ҫакӑн йышши йӗркеленӗ шӑматкунлӑха пурнӑҫран уйрӑлнисене хисеплесе тата та нумайрах ҫын тухасса шанас килет», — пӗтӗмлетнӗ ял тӑрӑхӗн специалисчӗсем.
__http://www.cap.ru/photo.aspx?gov_id=398&id=16519|**Сӑнсем**__ (22)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |