Ҫурлан 12-мӗшӗнче __Куславкка районӗнчи__ халӑхӑн социаллӑ пулӑшу центрӗнче «Хрусталь тӑмани» ӑс-тӑн клубне ҫӳрекенсем «Шӑрпӑкпа ҫыхӑннӑ пуҫватмӑшсем» ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Мероприяти вара вӑйӑ формӑллӑ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем чи малтанах ушкӑнсем ҫине пайланнӑ, унтан ушкӑна ят панӑ, капитана суйланӑ. Шӑрпӑк ӑмӑртӑвӗ тӑватӑ пайран тӑнӑ:
- пӗрремӗшӗнче математика ӗҫӗсем, ушкӑнсем тӑватӑ танмарлӑх хуравӗсене шырамалла пулнӑ, хуравӗ вара пӗр шӑрпӑка урӑх ҫӗре куҫарнӑран паллӑ пулнӑ;
- иккӗмӗшӗнче сисӗм-туйӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем, вӑййа хутшӑнакансен пӗр хутӗнчех 5 шӑрпӑк арчинчен шӑрпӑклӑ арчине тупмалла пулнӑ;
- виҫҫӗмӗш ӗҫре вара кашни хутшӑнакана 5 ҫекунтлӑх шӑрпӑкран тунӑ ӳкерчӗке кӑтартнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ушкӑнсен астуса юлнӑ тӑрӑх ӳкерчӗке тумалла пулнӑ.
Конкурс вӗҫнелле кашни ушкӑн лайӑх ҫитӗнӳсем кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та ӑмӑртура туслӑх ҫӗнтернӗ. Заняти чей ӗҫнипе вӗҫленнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |