Паянхи кунсенче этем хӑйӗн пурнӑҫне урапасӑр курмасть тесен те йӑнӑш пулмӗ. Кашни кун ҫул-йӗрсем тӑрӑх пин-пин водитель хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тимӗр лашшисемпе ҫул тӑрӑх вӗҫтереҫҫӗ. Анчах та этем хӑй аллипе ӑсталанӑ техника яланах усӑ кӑна кӳрсе тӑмасть, хӑш чухне инкек патне те илсе ҫитерет.
Ҫак кунсенче республикӑра полици ӗҫченӗсем 41 ҫулхи арҫын мӗнле майпа пурнӑҫран уйрӑлнине тӗпчеҫҫӗ. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх хайхи арҫын шыва урапапа пӗрлӗх путнӑ пулнӑ имӗш. Инкекӗ вара ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче __Вӑрнар районӗнчи__ __Кӑмпал__ ял ҫывӑхӗнче тухнӑ.
Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, икӗ арҫын — иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансем — пӗвӗ хӗрне машинпа ларса килнӗ. Руль умӗнче 40 ҫулхи Шупашкар ҫынни пулнӑ. Вӑл урапана шыв хӗрринче — ҫыранран 5 метрта — лартса хӑварнӑ. Ҫыранӗ чӑнкӑ пулнӑ имӗш, ҫӳллӗшӗ икӗ метр майлӑ пулнӑ.
«Шупашкарта пурӑнакан шӑллӗ пӗвӗре ишнӗ вӑхӑтра Кӑмпал ял ҫынни руль умне ларса урапана тапратса янӑ. Тимӗр лаша вара хыҫалалла кайма тытӑннӑ, ҫапла майпа сакӑлтаран шыва чӑмнӑ та. Урапа хуҫи ҫакна курсан тӑванне шывран кӑларма васканӑ, анчах та ҫыран хӗрнӗ туртса кӑларнӑ ҫӗреллӗ арҫын сывламан ӗнтӗ», — пӗлтерет Дмитриев.
Халӗ ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗпчев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ, унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх процесуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |