Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ паян тепӗр словарьпе пуянланчӗ — 1993 ҫулта тухнӑ __http://samah.chv.su/dict/10.html|**«Чӗрчун ячӗсен чӑваш-вырӑс-латин словарӗпе»**__. Ку вӑл ҫак сайтри 10-мӗш сӑмах пуххи. Туллин кӗртнисене ҫеҫ шута илес пулсан — 7-мӗш.
Авторсем — Н.Г. Игнатьевпа И.П. Павлов — словаре вӗренӳ пособийӗсенче, ял хуҫалӑх литературинче, ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче час-часах тӗл пулакан чӗрчунсен ячӗсене кӗртме тӑйӑшнӑ. Пурӗ 1 500 яхӑн чӗрчун ятне унта тупма май пур. Ҫак словаре хатӗрленӗ чухне авторӗсем халиччен тухнӑ чӑваш-вырӑс, вырӑс-чӑваш словарӗсене, термин тата диалектологи словарӗсене, ҫутҫанталӑк ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене, учебниксене пӑхса тухса, чӗрчунсен ячӗсене пӗр ҫӗре пухма тӑрӑшнӑ, йӗркене кӗртнӗ. Май пур чухне чӗлхемӗрте ҫук ятсене авторсем хӑйсем тунӑ.
Ку сӑмах пуххи тухнӑранпа 20 ҫул иртнине тата вулавӑшсенче тупма йывӑртарах пулнине шута илсе эпир ӑна электронлӑлатрӑмӑр та. Кӗнекене ҫӗнӗ орфографи правилисемпе хатӗрленине кура эпир май ҫитнӗ таран ӑна кивӗ орфографи ҫине куҫартӑмӑр — ку ӗҫ терминсене тупас ӗҫе ҫӑмӑллатмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |