Паян __Шупашкарта__ тепӗр ача-пӑча пахчи хута кайнӑ. Вӑл уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учреждени пулӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ республика ертӳҫи __Михаил Игнатьев__ ҫак учреждение уҫни патшалӑхпа уйрӑм ҫын пӗр тӗвӗре ӗҫлеме пултарнине палӑртса хӑварнӑ.
«Шкул ҫулне ҫитменнисен академийӗ» ят панӑскер Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче хута кайнӑ. Унта пилӗк ушкӑн уҫма палӑртаҫҫӗ. Кашнинче 20-шер ачана йышӑнма май пур-мӗн. Ачасен аталанӑвӗн центрӗ те, ача-пӑча пахчи текен ҫав учрежденире музыка тата физкультура залӗсем пур иккен. Паллах, психолог та ӗҫлӗ. Сенсор пӳлӗмӗ те пур. Тата, паллах, ӗҫре кирлӗ ытти пӳлӗм…
Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӑл тӑрӑхра шкул ҫулне ҫитменнисен тепӗр учрежденине уҫма палӑртнине пӗлтернӗ вӑл тӑрӑхри нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре хӑпартакан предприяти директорӗ Николай Угаслов.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=top&id=2589425|**Сӑнсем**__ (25)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |