Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухнӑ инкек ҫинчен __http://chuvash.org/news/2936.html|эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ__. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ кунне каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ. Хӗрен виллине вара эрнерен __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Карапаш__ ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем асӑрханӑ пулнӑ.
Тухнӑ инкекшӗн явапне вара 27 ҫулхи кимӗ хуҫин тытмалла пулать. Чӑваш Енӗн СКР йӗрлев управленийӗ тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх инкек тухнӑ кунне моторлӑ кимӗн хуҫи ӳсӗр пулнӑ, пӗчӗк карапа ҫӳреме унӑн прави те пулман, унсӑр пуҫне кимӗре 4 ҫын вырӑннӗ (унта тӑваттӑн кӑна ларма пултарнӑ) улттӑн ларса пынӑ, ҫӑлӑнмалли жилетсем те пулман.
Ҫак кунсенче суд __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пурӑнакан 27 ҫулхи ҫамрӑка «асӑрханулллӑ пулмасӑр ҫын пурнӑҫне татнӑ» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ. Ӑна вара 9 уйӑхлӑх колонийе леҫмелле тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |