Ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе туса ирттермелли ӗҫсене пурнӑҫлассипе ҫак эрнере координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов унта сусӑр ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас ыйтусем тавра тухса калаҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра сусӑр ачасен хисепӗ 5 пине яхӑн. Вӗсенчен 1 150-шӗ — шкул ҫулне ҫитменнисем. Сусӑрсене вӗрентме ятарлӑ учрежденисем пур. Хӑшӗсем вара муниципалитет шкулӗсенче те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 2 100 ача вӗреннӗ. Ку йышран 210-шӗ пӗлӗве дистанци мелӗпе шӗкӗлченӗ, 507-шӗ патне учительсем киле пырса ҫӳренӗ. Ҫапах та сусӑрсене вӗрентессинче йӑлтах кал-кал теме ҫук. Шкулсенче логопедсемпе дефектологсем ҫитмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн йышши 71 специалист тӑрӑшать. Вӗсенчен пысӑк йышӗ, 55 логопедпа дефектолог, __Шупашкар|тӗп хулари__ шкулсенче ӗҫлет, __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ — 6 специалист, __Ҫӗрпӳ__ хулинче тата __Ҫӗмӗрле районӗнче__ — 2-шер, __Улатӑрпа__ __Канаш__ хулисенче. __Вӑрнар районӗ|Вӑрнар__, __Хӗрлӗ Чутай районӗ|Хӗрлӗ Чутай__, __Вӑрмар районӗ|Вӑрмар__ тата __Шупашкар районӗ|Шупашкар__ районӗсенче — пӗрер. Ытти районта вара пачах ҫук. Ларӑва хутшӑннӑ республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ вӗренӳ учрежденийӗсене логопедсемпе тата дефектологсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва татса пама хушса хӑварнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |