Кашни ҫӗнӗ кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе пуян. Шел пулин те пулӑмсем яланах ҫынна савӑнӑҫ кӑна кӳрсе тӑмаҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен тухнӑ инкекрен этемӗн тем курса ларма тивет. Ҫавӑнпа та ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑракан йӗрке хуралҫисем пурри питӗ лайӑх. Вӗсен паттӑрлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫынсене пӗрре мар усӑ кӳнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ пулӑм вара ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Шупашкар хула администраци Сергей Иванов полици майорне «Ҫулталӑк ҫынни» ята панӑ. Раҫҫейӗн ШӖМ тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх Иванов ҫул-йӗрте тухнӑ инкекре ҫухалса кайманнине пула ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ.
Инкекӗ вара ҫӗртмен 29-мӗшӗнче М-7 «Волга» трассӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар посёлок ҫывӑхӗнче тухнӑ. Калугӑра пурӑнакан 50 ҫулхи арҫын темиҫе прицеплӑ урапапа ҫул тӑрӑх пынӑ. Темле самантра вара тимлӗхе ҫухатса хирӗҫле пыракан ҫул ҫине куҫнӑ. Ҫапла майпа арҫын бензовоза пырса тӑрӑннӑ. Вӑйлӑ ҫапӑннине пула топлива цистерни ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫул ҫине бензин юхма тытӑннӑ. Водителӗ те урапан кабининче хӗсенсе ларнӑ.
Турра шӗкӗр, ҫак вӑхӑталла ҫывӑхра Иванов майор пулнӑ. Вӑл ҫулҫӳреве вӑхӑтра хупнӑ тата васкавлӑ службисене чӗнсе илнӗ. Сергей Ивановӑн ӗҫӗ суранланнӑ водитель пурнӑҫне сыхласа хӑварма тата трассӑри ҫӳреве йӗркелесе яма пулӑшнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |