Ҫак кунсенче патшалӑх туянӑвӗн тетелӗнче __Шупашкарти__ И.Яковлев проспекта йывӑҫ-курӑксемпе пуянлатассипе электронлӑ аукцион уҫӑлнӑ. Ҫак ӗҫе пӗтӗмӗшле 26 миллион тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Укҫи вара йывӑҫ-курӑка туянас ҫӗре тата симӗслӗхе лартакан ӗҫченсене шалу тӳленӗ ҫӗре кайӗ.
Унсӑр пуҫне смета хакне лаптӑк планировкине, симӗслӗхе лартмалли ҫӗре хатӗрлессине, ҫереме акассине тата йывӑҫ-курӑка лартассине кӗртнӗ.
Контрактпа килешӳллӗн И.Яковлев прспекчӗ тӑрӑх вӗрене, ҫӑка, каштан, юман, чӑрӑш, пилеш, катӑркас, каврӑҫ йывӑҫӗсене лартмалла. Хальлӗхе ӗҫченсем лаптӑка юсав хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |