Ҫурлан 17-мӗшӗнче __Элӗк районӗнчи__ __Юнтапа__ ял вулавӑшӗнче ҫӗнӗ чӑваш кӗнекин кунӗ иртнӗ. Вулавӑш пулӑшӑвӗпе усӑ куракансене Чӑваш кӗнеке издательстви пичетлесе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем хушшинче чӑваш халӑх историне ҫутатса паракан кӗнекесем: Н.И. Ашмаринӑн «Пӑлхарсемпе чӑвашсем» (выр. «Болгары и чуваши»), «Халӑх ӑстисен опытӗнчен» (выр. «Из опыта народных мастеров») ятарлӑ альбом ярӑмӗ, __Элӗк районӗнче__ ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей патӑрӗ, космонавт Н.М.Бударин ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ «Николай Бударин космонавт: Ман орбита вӗҫӗ-хӗррисӗр...» (выр. «Космонавт Николай Бударин: Моя орбита бесконечная…».
Шӑпӑрлансене сӑрӑллӑ, хитре кӗнекесем чуна кайнӑ: «Чӑваш халӑх юмахӗсем», __Елена Нарпи__ ҫырнӑ «Салтак тӳммипе талпиҫен» юмахӗ, Урмарта ҫуралса ӳснӗ Т. Дорофеева сӑвӑҫ сӑввисем «Пур ҫул та — Вӑрмаралла» тата «Летушка» калавсен пуххи. Пӗтӗмпе чӑваш тата вырӑс чӗлхипе пичетленсе тухнӑ 26 кӗнеке вулавӑш ҫӳлекӗсенче вырӑн тупнӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекесемпе вулавӑша ҫӳрекен 8 ҫын паллашнӑ, 16 кӗнеке вара хӑйӗн пӗрремӗш вулакансен аллине лекнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |