Чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчекенӗ тата хатӗрлекенӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ __Николай Эриванов__ паян 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл __Патӑрьел районӗнчи__ __Вӑрманхӗрри Шӑхаль__ ялӗнче ҫуралнӑ.
Николай Эриванов Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври Чӑваш халӑх хорӗн концертмейстерӗ-баянистӗнче, __Комсомольскинчи__ ача-пӑча музыка шкулӗн директорӗнче, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче фольклор енӗпе методистра ӗҫленӗ. 1970 ҫултанпа вӑл __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ химиксен Культура керменӗ ҫумӗнчи «Сӑрнай» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл 110 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. 40 ытла юрӑ, хор, инструментпа каламалли хайлавсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |