Паян __Элӗк районӗнчи__ __Хирлеппуҫ__ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма ялти чи яшшине — Саша Ильина (пулӑм пирки хыпарланинче пӗчӗкскерӗн ҫулӗ пирки, шел те, асӑнман. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан ҫулталӑксенчи ача евӗр курӑнать) тата ялта фельдшерта 26 ҫул тӑрӑшнӑ Федора Петровӑна шаннӑ. Федора Максимовна унчченхи кивӗ ҫуртра хӗлле сахал мар шӑннине аса илнӗ. «Халӗ кунта лайӑх ӑшӑтаҫҫӗ тата ҫутӑ пӳлӗмсем кӑна мар. Вӗри шыв та пур. Пурӑн, ӗҫле, савӑн кӑна», — тенӗ вӑл.
Хӑй ӗҫне вӑхӑтӗнче чунне парӑнса пурнӑҫланӑ ватӑ сӑмахӗ ҫумне мӗнех хушса калайӑн? Хальхи вӑхӑтри тухтӑрсем те хӑйсен тивӗҫне ӗлӗкхисем евӗрех ӑш пиллӗн те кӑмӑллӑн пурнӑҫлаччӑр тесси кӑна юлать-тӗр…
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2591378|**Сӑнсем**__ (12)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |