Шупашкар районӗнчи __Ҫӗнӗ Тутаркасси__ ялӗнче пурӑнакан пӗр вӑйпитти ашшӗне хирӗҫ йытта вӑскӑртнӑ. Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов вӑл этем унччен те ҫавӑн пек пуҫтахаланни пирки пӗлтерет. Ашшӗне хӗненӗшӗн, маларах та йытта вӑскӑртса тӑрӑхланӑшӑн кирпӗч шутласа тухнӑ-ха.
Те ашшӗ каҫарманшӑн тавӑрас тенӗ хайхискер, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑл каллех ашшӗпе хирӗлме тытӑннӑ. Пӗрре чышкӑпа ҫапса панӑ, икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ ватӑ пульницӑнах ҫитнӗ. «Юрать-ха, суранӗ тарӑна кайман. Часах ӑна киле янӑ», — ӗҫ-пуҫ пирки ӑнлантарать прокурор ҫумӗ. Анчах тепӗр икӗ эрне иртмест, ниҫта та тӗпленсе ӗҫлеме юратман вӑй питти каллех ашшӗпе хирӗҫме пуҫлать: ҫӗҫӗпе чиксе вӗлерессипе хӑратать, унтан ашшӗ ҫине питбультер текен йытта вӑскӑртать. Лешӗ хуҫине итленӗ — ватта икӗ аллинчен тата сулахай уринчен ҫыртнӑ.
Ку ӗҫ пирки ӗнер Шупашкар район прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ. Тӑван ашшӗне хирӗҫ йытта вӑскӑртнӑ арҫынна сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӗнӗшӗн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн тата хӗненӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |