Хӑш-пӗр ҫын тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Теприсем, ав, пӗр кӗленче эрехшӗн ним мар хӗнесе тӑкма пултараҫҫӗ.
__Кӳкеҫре__ пурӑнакан вӑтӑра та ҫитмен пӗр арҫын ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче лавккаран эрех йӑтса тухакан паллакан арҫынна ярса пама ыйтнӑ. Лешӗн ӗҫтересси килмен-тӗр — ним пулман пек кил енне лаплаттарнӑ. Ҫакӑ лешне, эрех ярса пама ыйтаканнине, питех те кӳрентернӗ-тӗр. Ун хыҫҫӑн чупса кайнӑ та хӑваласа ҫитнӗ хыҫҫӑн пӗрех тапса панӑ. Лешӗ персе аннӑ хыҫҫӑн ӑна пуҫӗнчен чышса пӗтернӗ. Унтан эрех кӗленчине туртса илсе ҫаврӑнса утнӑ.
Ҫапла хӑтланнӑшӑн Шупашкар район прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи Валерий Марков арҫын ют пурлӑха вӑрлас тесе хурахла тапӑннӑ тесе хакланӑ. Пӗр кӗленчешӗн ҫынна хӗнесе пӗтернӗ арҫынна район сучӗ 10 пин тенкӗлӗх штрафлама тата 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |