Кӑҫал утӑ уйӑхӗ варринче темиҫе кун хушши ҫумӑр хытах ҫуса тӑнине пула Амур облаҫӗнчи кӳлӗ таврашӗнчи шыв шайӗ ҫыранран тухса кайнӑ. Паянхи куна 14 муниципаллӑ йӗркелевӗн 30 ытла ял таврашӗ шыва кайнӑ, ҫулсем путнине пула 38 ялпа ҫыхӑну татӑлнӑ, 2 300 ҫурт тата 2 850 пахча шыв айне пулнӑ. Унсӑр пуҫне шыв хӑпарнине пула 320 ҫухрӑм урапа ҫулӗ «юхса кайнӑ», 29 кӗпер ишелсе аннӑ, 200 яхӑн пӗлтерӗшлӗ социаллӑ объектсем юрӑхсӑрланнӑ. Ейӗве пула ял хуҫалӑхӗнчи 400 пин гектар ҫӗр шар курнӑ.
Ҫак кунсенче Республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ патне Амур облаҫӗн кӗпернаттӑрӗнчен О.Н. Кожемякӑран ҫыру килнӗ. Унта кӗпернаттӑр Республика Элтеперӗнчен шыв илнине пула облаҫ курнӑ шырлӑхсене саплаштарас тӗллевпе пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Ҫапла майпа республика ҫыннисем хӑйсен кӑмӑлӗпе Амур облаҫне укҫа-тенкӗ уйӑрса парса пулӑшма пултараҫҫӗ.
Счёт:
ИНН 2801123618
КПП 280101001
Получатель: УФК по Амурской области (минфин АО л/с 04232003600)
Р/С 40101810000000010003
Банк: ГРКЦ ГУ БАНКА РОССИИ ПО АМУРСКОЙ ОБЛАСТИ
г.Благовещенск БИК 041012001
ОКАТО 10401000000
КБК 015 2 07 02030 02 0000 180
Тӳлев тӗллевӗнче ~~«Добровольные пожертвования на ликвидацию последствий наводнения в Амурской области в 2013 году»~~ тесе палӑртмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |