Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӗмпӗр хули чӑваш чӗлхипе культура кунне паллӑ тӑвать. Сӑмах май, ҫак куна паллӑ тӑвас йӑла __Чӗмперте__ 10 ҫул хушши упранса пырать, ҫавӑнпа та кӑҫалхи чӑваш уявӗ юбилейлӑ. Ӑна «Киндяковка» культура ҫуртӗнче ирттерӗҫ, уява крсе курма тӳллевсӗр пулӗ.
Уяв хӑнисене чӑваш пики — пӗлтерхи наци пики конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи— кӗтсе илӗ. Мероприятие вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата хулари ӗҫ коллективӑн элчисем хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал уява йӗркелекенсем йӑла-йӗркесем ҫине пысӑк тимлӗх тунӑ. Куракансемпе хутшӑнакансем чӑваш кӗнекисен куравӗсемпе музей экспозицийӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне наци апат-ҫимӗҫне: тӑпӑрчӑ, чӑкӑт, ашран тунӑ кукӑль, хуплу тутанса пӑхма та май пулӗ. Культура ҫурчӗн канмалли залӗнче наци тӗррин, йывӑҫпа керамикӑран ӑсталанӑ кӳлепесен куравне уҫма планланӑ.
Мероприятие йӗркелекенсем концерт программи пуян, кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Сцена ҫине чи пултаруллӑ наци ушкӑнӗсемпе Чӗмпӗрти солистсем тухӗҫ, ятарласа чӗннӗ хӑни — чӑваш вокал ансамблӗ «Азамат» пулӗ. Концерт программине вара Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ уҫӗ тесе сӑмахлаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |