__Комсомольски районӗнчи__ __Шурут Нурӑс__ ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ виҫӗ пӗртӑвана асӑнса палӑк уҫма палӑртнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ялӗнче пулмӗ-ха вӑл, вырӑнти масар ҫинче.
Палӑка Александр, Николай тата Геннадий Соколовсене халалланӑ. Вӗсем пуҫ хунӑранпа шыв-шур нумай юхса иртнӗ пулин те хайхисен ҫывӑх ҫыннисем ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ несӗлӗсене манман кӑна мар, вӗсен шӑпипе ҫине тӑрсах кӑсӑкланнӑ. Асли, Александр, 1941 ҫулта Карелинче вилнӗ; вӑтамми, Николай, — 1942-мӗшӗнче Вязьма тӑрӑхӗнче; кӗҫӗнни, Геннадий, — 1943-мӗшӗнче Курск пӗккинче. Вӗсен тӑванӗн ывӑлӗ Владимир Матросов несӗлӗсене пытарнӑ вырӑна чылай ҫул шыранӑ, унтан тӑпра илсе килме ӗмӗтленнӗ вӑл. Шухӑшланине пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех.
Сакӑрвуннӑран иртнӗ пӗр тӑван Зойӑпа Валентина Григорьевнӑсем (район администрацийӗ хыпарланинче виҫӗ пӗр тӑваншӑн вӗсем кам лекни пирки, шел те, каламан) кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Ҫарпа мемориал компанине палӑк лартма пулӑшу ыйтса ҫыру янӑ иккен. Ҫапла вара гранитран тунӑ палӑка ыран уҫӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |