Анчах кӗрешсе мар. Ҫапах та тупӑшма тивех. Юрӗ, ӑнланмалла калар-ха.
Пирӗн республикӑра чи илемлӗ те хӑтлӑ вырӑна палӑртассипе ҫулсеренех конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та пулӗ вӑл. Унта, ытти ҫулти евӗрех, __Патӑрьел районӗ__ хастар хутшӑнать. Кӑҫал вӑл конкурса тӑватӑ енпе материал тӑратнӑ: социаллӑ сфера учрежденийӗсем, кану вырӑнӗсем, уйрӑм ҫынсем пурӑнакан урамсем тата уйрӑм ҫынсен хушма хуҫалӑхӗсен хушшинче. Малтан асӑннӑ номинацие район центрӗнчи «Паттӑр» ача-пӑчапа спорт шкулӗ тупӑшӑва тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — __Патӑрьелти__ почта уйрӑмӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — __Шӑнкӑртам__ ялӗнчи Минхайдер Валитов урамӗ, тӑваттӑмӗшӗнче — Патӑрьелти Мир урамӗнче пурӑнакан Тазетдиновсем.
Хальлӗхе вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртасса кӗтмелли ҫеҫ юлать. Сӑмах май, унчченхи ҫулсенче патӑрьелсем кашнинчех палӑрнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=2591871|**Сансем**__ (6)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |