РеформаЖКХ текен сайт управляющи компанисем, ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсем, ҫурт-йӗр кооперативӗсем тата ытти ятарлӑ копперативсем хушшинче вӗсен пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетсе рейтинг хатӗрленӗ.
Унта ҫӗршыври 13 пин ытла организаци кӗнӗ. Рейтинга Тутарстанри, Самар тата Волгоград облаҫӗсенчи организацисем уйрӑмах хастар хушӑннӑ-мӗн. «А» текен пысӑк рейтинга 13 организаци лекнӗ. Чи кӑмӑлли — вӑл йыша 6-мӗш йӗркене «Атал» управляющи компани лекни. Вӑл __Шупашкарти__ Университет урамӗнче вырнаҫнӑ, вӑл тӑрӑхри ҫуртсене пӑхса-тытса тӑрать.
ВВВ шайри рейтинга 149 организаци лекнӗ. Чи ҫӳллӗ картлашкана — ӑна ААА тата АА тесе палӑртнӑ — никам та йышӑнайман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |