Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн чӑрмавсемсӗр ӗҫе вырнаҫасси — студентсен чи пысӑк ӗмӗчӗ. Ҫак ыйтӑва татса парас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем алӑ усми ӗҫлеҫҫӗ.
Кӑҫал __Улатӑрти__ ӗҫ вырӑнне тупса пулӑшакан центра алла диплом илнӗ 30 студент ӗҫ ыйтма килнӗ. Служба пулӑшӑвӗпе 11 ҫамрӑк хӑйсен ӗҫ вырӑнне тупнӑ, вӗсенчен 9-шӗ — вӗренне специальноҫпа.
Ӗҫ тупса паракан центр техникум пӗтӗрнӗ 5 студента тата професси паракан училищинчен вӗренсе тухнӑ 4 ҫамрӑка «Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ» программӑпа ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. 8 организаци вӗренсе тухакан студентсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ: «Мастерица» ТМЯО, «ФСК» АОУДОД, «Улатӑрти хут фабрики» ТМЯО, «Элетех савут» АУО, «АЗНХ» АУО, «Улатӑр сӗчӗ» ТМЯО.
Программӑна укҫапа тивӗҫтерессипе 44 209 тенкӗ тухса кайнӑ, ҫав шутри 32 845 тенкӗ — ӗҫ паракансен шалу тӳлес укҫа.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |