__Вӑрмар районӗнче__ кӑҫалхи ҫурлан 22-мӗшӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хӑш-пӗр демографи паллисем лайӑх енне улшӑннине асӑрхама пулать.
Кӑҫал ҫуралнӑ пепкесен йышӗ пӗлтерхинчен 33 нумайрах: 2012 ҫулта — 150 шӑпӑрлан ҫуралнине регистрациленӗ, 2013 ҫулта вара — 183 (вӗсенчен 102 — арҫын ача, 81 — хӗрача). Ашшӗсемпе амӑшсем арҫын ачасене ытларах Артемий, Даниил, Роман, хӗрачасене вара — Анастасия, Ксения тата Дарья ятсем пама кӑмӑлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 8 пепкене сайра хутра тӗл пулакан ятсене — Давид, Игнат, Иосиф, Платон, Николь, Мирра, Руслана, Эллина панӑ.
Пӗр ачаллӑ ҫемьесем районта 57, икӗ ачаллисем — 61, виҫ ачаллисем — 54, тӑватӑ е ытлараххисем — 11.
Шел пулин те кӑҫал Вӑрмар районӗнче вилнисен шучӗ пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: 2012 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗн кӑтартӑвӗпе 256 ҫын вилнӗ, 2013 ҫулта — 268 ҫын (155 — арҫын, 113 — хӗрарӑм).
Пӗлтерхипе танлаштарсан уйрӑлакан мӑшӑрсен шучӗ кӑҫал сахалрах: 2013 ҫулта — 43, 2012 ҫулта — 46.
Мӑшӑрланнисен шучӗ вара пӗлтерхинчен нумайран: кӑҫал 80 ҫамрӑк ҫемье ҫуралнӑ, пӗлтӗр — 75. Кӑҫал 88 ҫулхи старикпе 91 ҫулхи карчӑк мӑшӑрланнине те асӑнса хӑварас пулать.
Демографи кӑтартӑвӗсем лайӑхланни Вӑрмар районӗшӗн савӑнӑҫлӑ хыпар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |