Виҫӗмкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, __Муркаш район__ судӗнче черетлӗ лару иртнӗ — ку хутӗнче хайхи __Илле Иванова__ приставсем вӑйпа илсе килнӗ.
«Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн айӑпланакан ку хутӗнче тӳре умне икӗ пӗчӗк плакатпа тухса тӑнӑ: «Мана йыхрав чӑвашла пама ыйтатӑп!» тата «Йӑкӑнат Мишшипе Путин резидент конституци гаранчӗсем мар» (текста йӑнӑш ҫук). Вӗсене вара приставӑн хуса илме тивнӗ — хӑй Иванов тӳре ыйтнине пурнӑҫласшӑн пулман.
Ытти тӗлӗшпе суд хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснӑ. Ку хутӗнче ыйтусемпе Илья Федотов следователе нушалантарнӑ. Ҫавӑн пекех хӳтӗлекен ен суд ӗҫӗ ҫумне ҫӗнӗ хутсем хушма сӗннӗ — __Николай Максимов__ паллӑ ҫыравҫӑ тунӑ пӗтемлетӗве, айӑпланакан статья вӑхӑтӗнче МИХсем пичетленӗ статьясен йышне, ЧПГӐИ тунӑ статья хаклавне. Тӳре ку материалсен ытларахӑш пайне йышӑнма килӗшнӗ. Прокурор енӗ Белов кунтелее тепре чӗнме ыйтнӑ (асаилтеретпӗр — вӑл ӗҫ хучӗсене кӗнӗ хӑйӗн сӑмахӗсене йышӑнман, вӗсем суя тесе хакланӑ). Хӳтӗлевҫӗсем хирӗҫ пулчӗҫ пулин те тӳре прокурор майлӑ пулчӗ. Кунтелейӗн алӑ пусӑвне те экспертиза туса тӗрӗслӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |