Чӑваш Ен Элтеперӗн __Михаил Игнатьевӑн__ шучӗпе район центрӗсен территорийӗсенче вырнаҫнӑ ял тӑрӑхӗсене пӗтермелле. Тӗслӗх вырӑнне вӑл __Шупашкар районне__ илсе кӑтартнӑ. «Район администрацийӗ __Кӳкеҫре__ вырнаҫнӑ, унтах __Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ__ пур — хӑйӗн пуҫлӑхӗпе тата аппарачӗпе. Анчах унта пурӑнакансем район администрацине кайма хӑнӑхнӑ — вӗсен шухӑшӗпе унта пысӑкрах пуҫлӑхсем лараҫҫӗ тата ыйтӑва хӑвӑртрах татса параҫҫӗ. Манӑн политика ҫырӑвӗ чи малтанах ҫавӑн йышши ял тӑрӑхӗсене пӗтермелле текен шухӑша палӑртнӑччӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Михаил Васильевич.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура республика Пуҫлӑхӗ муниципалитетсене пӗрлештерес шухӑша палӑртнӑччӗ. Хальхинче ҫак ыйтӑва эрнекун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ирттернӗ пресс-конференцире хускатнӑ.
Муниципалитетсене пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явассипе тата тишкерессипе ӗҫ ушкӑнӗ те ӗҫлет-мӗн.
Ҫапах та пӗрлештерессине ҫынсен референдумра татса пама тивӗ. __Ҫӗмӗрле__ хулипе __Ҫӗмӗрле районӗ|районне__ пӗрлештерес ыйтӑва проект е сӑнавлӑ меслет евӗр 2014-мӗш ҫулта кун йӗркине кӗртме пултарӗҫ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара илсен, вӗсене пӗрлештересси пирки хальлӗхе шухӑш ҫук иккен. Ҫапах та «Ҫӗнӗ хула» проекта хута ярсан официаллӑ мар пулин те икӗ хула пӗрлешсе кайӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |