«Улӑп» чӑваш халӑх эпосне кӑҫал турккӑ чӗлхипе кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫурлан 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче унӑн хӑтлавне ирттерме палӑртнӑ.
«Улӑпа» турккӑлла Бюлент Байрам куҫарнӑ. Вӑл — Турцири паллӑ чӗлхеҫӗ тата фольклорист. Унччен маларах вӑл чӑвашла-турккӑлла словарь хатӗрленӗ тата чӑваш юмахӗсене турккӑлла куҫарса пичетленӗ.
Нумаях пулмасть «Улӑп» чӑвашла тата турккӑлла пичетленнӗ. Ӑна кун ҫути кӑтартма Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗ пулӑшнӑ.
Юмах-халапра Улӑпа тӑван халӑхӑмӑрӑн хӳтӗлевҫи евӗр кӑтартнӑ. Улӑп пирки калакан халапсенчи сюжетсене __Ҫемен Элкер__, __Николай Шелепи__, __Геннадий Юмарт__ тата ытти ҫыравҫӑ усӑ курнӑ. Улӑп пирки ҫырнисене пӗр кӗнекене Хӗветӗр Сюин ҫыравҫӑ пӗрлештернӗ. Улӑп пирки калакан юмах-халапа вӑл 60 ҫул ытла пухнӑ. Эпосӑн тулли пуххине 1996 ҫулта «Улӑп. Чӑваш эпосӗ» ятпа пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекене 40 юрӑ кӗнӗ. «Улӑпа» вырӑсла куҫарса 2009 ҫулта Аристарх Дмитриев кӑларнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |