Пӗрисем сиплӗ курӑксем ӳтересшӗн ҫӳреҫҫӗ, теприсем вара хыт хура ӳснипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫырлахаканнисем вара __Ҫӗнӗ Шупашкар__ хулин администрацийӗн тӳрӗ-шарисем. Хыт хура курӑкӗн ытамне лекнӗ хула ҫыннисем администрацийӗ ӳсекен амакран хӑтӑлтарма пӗрре мар тархасласа ыйтнӑ, «Грани» хаҫат та ҫак ыйтӑва утӑн 13-мӗшӗнчи 73-vӗi номерте ҫутатса панӑ.
Анчах та ыйтни кӑлӑха пулнӑ. Халӑхӑн ӳпкевyt хаҫатра пичетленӗрен вара хыт хура ӳссе, амаланса тӑршiӗпе ҫынна хуса ҫитнӗ пулас. Ку ҫеҫ те мар, хула центрӗнчен килсене таврӑнакансен асфальт хӑминчен йӗркеленнӗ такӑр мар ҫул тӑрӑх утмалла. Каҫхи вӑхӑтра сукмак тӑрӑх утма питӗ хӗн, мӗншӗн тесен ҫутӑ юписем тахҫанах электричество хунарӗсемсӗр тӑрса юлнӑ.
Хӗвел урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра пурӑнакансем каласа панӑ тӑрӑх юрӑхсӑрланнӑ сукмах тӑрӑх кунсерен ҫӗршӗр ҫын иртет. Ҫавӑнпа та тӳрӗ-шара хула халӑхӗн ӳпкевне шута хуманни кулянтарать. «Тен, муниципаллӑ влаҫсем Атӑлҫи федраллӑ округӗ шайӗнчи чи ҫӳллӗ хыт хурана ӳтерессипе рекорд лартасшӑн ҫунаҫҫӗ?» — ыйту лартать «Грани» хаҫат корреспонденчӗ. Сӑлтавӗ ҫакӑнта пулсан вара хула влаҫне ӑнланма пулӗччӗ, халӗ вара вӗсен тыткалӑшне «явапсӑрлӑх» сӑмахпа ҫеҫ ӑнлантарма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |