Халӗ унта та кунта фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫак кунсенче __Етӗрне районӗнчи__ __Уйкас Асламас__ ялӗнче ӗҫлесе кайни пирки __/news/3883.html|эпир хыпарланӑччӗ__. Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Паян __Елчӗк районӗнчи__ __Тип Тимешре__ уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ҫитнӗ.
Модульлӗ ҫӗнӗ ФАПсем Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫиччӗ пулмалла тесе эпир хыпраланӑччӗ-ха, __Елчӗк районӗ|Елчӗкре__ вара улттӑ уҫма тесе палӑртнӑ иккен. «Фельдшерпа акушер пунктне уҫасса эпир питӗ кӗтнӗччӗ. Халӗ питӗ савӑнтӑм», — тенӗ иккен вырӑнти фельдшер Елена Григорьева. Ку тухтӑр ҫурчӗ Тип Тимеш тата __Анатри Тимеш__ ял ҫыннисене пӑхса тӑмалла.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=11&type=news&id=2596216|**Сӑнсем**__ (24)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |