Пирӗн республикӑра вӗҫӗм ӗҫлекен референци станцийӗсене хута яма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ объектӑн тӗп-тӗрӗс вырӑнне кӗске вӑхӑтра палӑртма май параҫҫӗ иккен. Ку станцисем спутниксемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ — ӗскер вырӑнне пӗлтернӗ чухне чи нумаййи темиҫе сантиметр кӑна йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Ҫапла май вӗсем ҫурта е ҫула тӗп-тӗрӗс виҫме пултараҫҫӗ тени те тӗрӗс.
Ун йышшисене маларах Улатимӗр, Ленинград облаҫӗсенче тата Камчатка енӗнче хута янӑ иккен. Пирӗн патра вӗсене ҫиччӗ хута ямалла. Станцисем __Шупашкар__, __Куславкка__, __Ҫӗмӗрле__, __Канаш__, __Улатӑр__, __Етӗрне__ хулисенче, __Патӑрьел__ ялӗнче пулмалла.
Референцлӑ станцие хута яни автоҫулсене, социаллӑ сфера объекчӗсене тӑвассипе, газификаципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли проект хучӗсене хатӗрлессине ансатмалла иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |