Кӑнтӑр енчи __Патӑрьел районӗ|Патӑрьел__, __Комсомольски районӗ|Комсомольски__, __Елчӗк районӗ|Елчӗк__, __Ҫӗмӗрле районӗ|Ҫӗмӗрле__ районӗсенче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлнех вырмана вӗҫленӗ. Тухӑҫ республикипе вӑтамран 18,1 центнер тухать. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каяллахи ҫав кун тӗлне вӑл кашни гектартан 19,8 центнерпа танлашнӑ.
Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӑна пин гектар ытларах ҫинчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Иккӗмӗш ҫӑкӑр тухӑҫӗ те тӗш тырӑнни евӗрех пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех: унчченхи 201,2 центнер вырӑнне 149,2 центнер тухать.
Кӗрхисене акассипе те хресчен ҫине тӑрать. Елчӗк районӗнче планпа ипалӑртнинчен виҫ кун каяллах 83 процентне акма ӗлкӗрнӗ пулнӑ иккен.
Хӑмла ӳстерекенсем кашни районтах мар-ха. Ҫав культурӑна туса илекенсем, сӑмахран, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем, етӗрнесем, ӑна татма тытӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |