Беринг тинӗс пырӗ урлӑ ишсе каҫассипе ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери эстафетӑлла ишев йӗркеленӗ. Унта __Шупашкарта__ пурӑнакан Татьяна Александрова та хутшӑннӑ. Вӑл ушкӑнри 64 экстремал-ишевҫӗ хушшинчи 11 хӗрарӑмран пӗри пулнӑ.
86 ҫухрӑма вӗсен гидрокостюм тӑхӑнмасӑр ишсе каҫма тивнӗ. Экстремалсем 20 минутшер виҫшерӗн ишнӗ. Вӗсене тухтӑрсем пӑхса тӑнӑ. Малтанхи икӗ кун хумсем вӑйлӑ пулнӑ, алӑ хытӑ шӑннӑ иккен. Кайранхи тепӗр икӗ кунӗнче шыв ӑшӑ, ишме те ҫӑмӑлрах пулнӑ.
Ишевҫӗсене кунне тӑватӑ хутчен вӑйлӑ апатлантарнӑ, саунӑра ӑшӑннӑ. Ҫыран патне ҫитес умӗн 10 минут ишевҫӗсем ялав тытса ишнӗ. Тӗрӗсрех. Ишмен-мӗн-ха, ӑшӑх вырӑн пирки унта утнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |