Сиссе те юлаймарӑмӑр ҫуллахи кунсем хыҫа та юлчӗҫ. Кӗркунне ҫитнӗрен ӳсекен ӑру пӗлӳ илме вӗренӳ учрежденийӗсене ҫул тытрӗ. Вӗренӳ ҫулӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевсемпе республикӑра тӗрлӗ саккун проекчӗсем пурнӑҫа кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри вӑл — шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтересси.
Кӗҫнерникун, ҫурлан 29-мӗшӗнче __Шупашкарти__ Хӗрлӗ тӳремре Республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ республика шкулӗсене 22 шкул автобусӑн уҫҫисене панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Хула кунӗнче массӑллӑ ирхи вӑй-хал хусканӑвне йӗркелеме пулӑшнӑ волонтёрсем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев вӗрентекенсене тата шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнӑ ятпа саламланӑ тата «Шкул автобусӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗрен республикӑра 60% автобус ҫӗнӗлнине палӑртнӑ, кӑҫал шкулсем пурӗ 44 автобуспа хуҫаланнӑ имӗш.
Унсӑр пуҫне Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов Хула кунӗнче массӑллӑ ирхи вӑй-хал хусканӑвне 28 250 ҫын хутшӑннине пӗлтернӗ, ҫапла вара ҫак кӑтарту Раҫҫей тата Европа рекордне кӗнӗ. «Чи массӑлӑ ирхи зарядка» вырӑспа акӑлчан чӗлхи дипломӗсемпе хулана Раҫҫей Гинесс рекорд кӗнекин редакторӗ Алексей Свистунов чысланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |