Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пресс-тур йӗркелессине ырӑ йӑлана кӗртрӗ темелле. Ун пек мероприятие унччен вӑл ҫуркунне ирттернӗччӗ. Халӗ ав, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче журналистсем Сергей Павлов министрпа пӗрле __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ «НамЭКО» тулли мар яваплӑ обществӑна ҫитсе курнӑ.
Пресс-тур вӑхӑтӗнче кӗрхисене акасси тата ҫӗрулми кӑларасси епле пынипе паллашнӑ. Ара, хальхи вӑхӑтра шӑпах ҫак ӗҫсене ирттересси ҫивӗч ыйту шутланать те. __Сӗнтӗрвӑрри районне__ илсен, кӗрхисене 3 пин гектар ҫинче акасшӑн. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне ҫӗре 2200 гектар хатӗрленӗ, кӗрхисене 1110 гектар акнӑ, ҫав шутран «НамЭКО» обществӑра — 280 гектар. Ҫӗрулми вара районӗпе 173 гектар йышӑнать, ҫав шутран 20 гектарӗ — маларах асӑннӑ обществӑра. Районта ҫӗрулми гектар пуҫне вӑтамран 194 центнер тухать пулсан, «НамЭКО»-ра — 250 центнер.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2596171|**Сӑнсем**__ (24)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |