Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче Республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ __Вӑрмар районӗнчи__ __Аслӑ Пинер__ ялӗнче 160 ача вӗренмелли шкула уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ шкул ҫуртне 1929 ҫулта хута янӑ ҫурт вырӑнне лартнӑ. Ҫак ӗҫе «Республикӑри ялсен социаллӑ аталанӑвӗ» программӑпа килешӳллӗн пурнӑҫланӑ, пурӗ 107,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ шкулта хӑтлӑ вӗренӳ пӳлӗмӗсем, ҫӑвӑнма, хӑвӑнса тӑхӑнӑма май паракан спорт залӗ, акт залӗ, апатланмалли пӳлӗм, медицина блокӗ пур тата ытти те. Шкул таврашӗнче вара спорт площадки, пахча-ҫимӗҫ ӳстермелли йӑрансем, ӑшӑту котельнийӗ, икӗ урапа кӗртсе лартмалли гараж вырнаҫнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкула __Аслӑ Пинерпе__ __Вӑтакас__ ялӗнчи 90 вӗренекен пӗлӳ пухма тытӑнӗ. Михаил Игнатьев шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, вӗрентекенсен шкул коллективне пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа саламланӑ, __Аслӑ Пинер ял тӑрӑхӗн__ пӗр кунта 3 уяв — Пӗлӳ кунӗ, 2013–2014 ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарни тата шкул уҫӑлнӑ — пулнине палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |