Ҫурлан 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи ӳнер центрӗнче ЧАССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн __Эрнст Мокеев__ кинорежиссёрӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Эрнст Матвеевич 1936 ҫулта __Канаш__ хулинче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри Кинематографин патшалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейри кино- тата телестудисенче ӗҫленӗ. Раҫҫей кинематографисчӗсен тата журналистсен союзӗн членӗ шутланать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш Республикин Константин Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премине тивӗҫнӗ.
Э.М. Мокеев «Полярный лётчик», «Салам, Адыгея», «Водолазы», «Мужество», «Репетиция в воскресенье» тата ытти документлӑ фильмсен сценарийӗн авторӗ. Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ 100-е яхӑн киноорчерк авторӗ те вӑлах. Тӗслӗх вырӑнне хӑшне-пӗрне кӑна асӑнар: «Алтӑр», «Рядовой Харитонов», «Красный поезд», «Гобоист Анатолий Любимов», «Композитор Григорий Хирбю», «Поёт Ираида Вдовина», «Композитор Фёдор Васильев». Вӑл акварельпе ӳкернӗ «Манӑн Чӑваш Енӗм», «Нарспи», «Мастер и Маргарита» ӳкерчӗксен серине Мускавра тата __Шупашкарта__ кӑтартнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене тата калавӗсене «Юность» тата «Молодая гвардия» журналсенче пичетленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |