Ҫурлан 30-мӗшӗнче __Улатӑр районӗнчи__ __Атрать__ ялӗ хӑйӗн 389 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Паянхи куна ял 122 гектар лаптӑкра вырнаҫнӑ. Транспорт ҫыхӑнӑвӗ енчен ял тупӑшлӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Сали витӗр чукун ҫул магистралӗ выртать, инҫех мар республика пӗлтерӗшлӗ «Йӗпреҫ–Улатӑр» урапа ҫулӗ вырнаҫнӑ.
Ялӑн ҫуралнӑ кунӗ нумай хӑнасене пуҫтарнӑ. Вӗсем валли ятарласа халӑх пултарулӑхӗн ал ӗҫӗсенчен ятарлӑ куравне йӗркеленӗ, харпӑр килте пеҫӗрне апат-ҫимӗҫен дигустацине ирттернӗ, суту-илӳ вырӑнӗсене йӗркеленӗ.
Савӑнӑҫлӑ уява __Атрать ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Михеева Надежда Михайловна уҫнӑ. __Улатӑр районӗн__ администраци пуҫлӑхӗ Романов Николай Григорьевич, Чӑваш Республикинчи патшалӑх канашлӑвӗн депутачӗ Ефремов Николай Николаевич, Улатӑр районӗн мухтавлӑ ҫынни, Гудов ялта пурӑнакан Виктор Михайлович ял ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ҫынсене уяв ячӗпе саламланӑ.
Ҫирӗпленнӗ йӗркепе ял тӑрӑхӗн администрацийӗ чи лайӑх вӗренекен шкул ачисене, спортсменсене, уйрӑм хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗсене, организаци тата учреждени коллективӗсене чысланӑ. Улатӑр районӗнчи культура пайӗн администрацийӗ хатӗрленӗ концерт пуҫтарӑннӑ халӑха самай савӑнтарнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&id=2597808&type=news|**Сӑнсем**__ (14)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |