Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫӗнӗ кун ҫул-йӗрте тухакан инкексемсӗр вӗҫленмест тейӗн, ҫавӑн йышши пӑтӑрмахсем ҫинчен хыпар агенствийӗсем ҫине-ҫине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.

Ак, эрнекун, ҫурлан 30-мӗшӗнче те «__Ҫӗрпӳ__–__Канаш__» трассинче чӗретлӗ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр инкекӗ «99-мӗш» урапан водителӗ айӑпӗпе пулса иртнӗ. Хайхи арҫын умӗнче пыракан урапана иртсе каясшӑн пулнӑ, ҫакна пула хирӗҫле килекен ҫул пайӗ ҫине тухса кайнӑ, «Форд Фокус» тата «ВАЗ-2111» маркӑллӑ урапасемпе ҫапӑннӑ.

Сиксе тухнӑ инкеке пула «99-мӗш» урапара ларса пыракан пассажир вилнӗ. Ӑна пульница леҫме ӗлкернӗ пулин те, вӑл вӑйлӑ суранланнине пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Иккемӗш пассажирпа водителӗ вара чӗрех юлнӑ, анчах йывӑр аманнӑ.

«Форд» урапинче 4 ҫын ларса пынӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — 29 ҫулхи водитель, 27 ҫулхи хӗрарӑм тата пӗр ҫулхи хӗр пӗрчи пульница лекнӗ. «ВАЗ–2111» маркӑллӑ урапа ҫинче ларса пыракан пӗр ҫулхи шӑпӑрлан тата хӗрпе каччӑ та аманнӑ пулнӑ. Республикӑри ШӖМре пӗлтернӗ тӑрӑх «ВАЗ-2111» урпара ларса пыракансем медицина пулӑшӑвне вырӑнтах илнӗ, хыҫҫӑн килелле таврӑннӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ