__Шупашкар__ хулин пӗр пульницинче операци хыҫҫӑн 10 уйӑхри пепке пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун ҫинчен республикӑри СУ СКР управленийӗ хыпарланӑ. Хӗр пӗрчи амӑшӗпе пӗрлӗ янах-пит хирургийӗ уйрӑмӗнче выртнӑ пулнӑ. Вилнӗ ачан амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх, операци хыҫҫӑн тепӗр кунхине ун пепкен 40 градус таранах температура хӑпарса кайнӑ пулнӑ. Тухтӑрсем вара нумай вӑхӑт хушши чирлекене пулӑшу кӳмесӗр тӑнӑ. Ҫапла майпа, ҫурлан 14-мӗшӗнче пӗчӗк хӗр пӗрчи пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хайхи тухтӑрсем вара ача вилӗмне чӗре проблемисемпе ҫыхӑнтарса калаҫҫӗ.
Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ министерствӑпа Йӗрлев комитечӗ кирлӗ тӗрӗслев мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслев аталанӑвне республикӑри СУ СКР управленийӗн ертӳҫи тытса пырать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |