Нумаях пулмасть __Ҫӗмӗрле__ хула кунне халаласа хулан2-мӗш вӑтам шкулти 7«а» класс вӗренекенӗсем хушшинче таврапӗлӳ турнирӗ иртнӗ. Турнира хулари С.Я. Маршак ячӗлле 1-мӗш вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркеленӗ пулнӑ. 7«а» класс ачисем (класс ертӳҫи Рябкина Е.А.) 3 ушкӑна пайланса И.В Зубрилина вулавӑш ӗҫченӗ хатӗрленӗ ыйтусем ҫине хуравсем пама тӑрӑшнӑ. Ыйтусем вара хула пуҫланса кайнин тата хута янин историйӗпе, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хулан паттӑрлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ.
Турнир пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ачасем хулан авалхи историне лайӑх пӗлнине кӑтартнӑ, хальхи истори ҫеҫ вӗсенче иккеленӳлӗх ҫуратнӑ. Ҫапла майпа жюри членӗсем хакланӑ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна никама та парас темен, иккемӗш вырӑна вара «Шумерлиночка» тата «Сурские зори» ушкӑнсем пӗр-пӗрипе пайланӑ, виҫҫӗмӗш вырӑна «Черемуха» ушкӑн тивӗҫнӗ пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |