Паянхи саманана тепӗр майлӑ «эгоизм» тапхӑрӗ тесен те пысӑк йӑнӑш пулмӗ. Ку каларӑша кулленхи пулӑмсем пӗрре мар ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Сӑмахран, хула урамӗсенчен час-часах ҫӗр ҫинче выртакан ҫынсене курма пулать. Вӗсен ҫумӗпе иртсе каякан ҫынсем нумай чухне ҫын ҫӗр ҫинчен выртнине ӳсӗр пулнӑ сӑлтавпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ку та тӗрӗс пуль, ҫапах та ҫын ҫӗр ҫине ӳсӗррипе кӑна тӗшӗрӗлсе анмасть ӗнтӗ, тен ҫын хӑйне сасартӑк сывлӑх енчен хавшарах туйса илнӗ — ку та тӗл пулать. Ҫул ҫинче пыракан урапа ҫырманалла сиксен те нумайӑшӗ пӑтӑрмах тухнӑ вырӑнтан курманҫи туса иртсе каяҫҫӗ. Ку вара тӗресех-ши? Ҫапах та паянхи пурнӑҫра пур ҫын та чунсӑр тесе те калаймӑн. Хӑйсен пурнӑҫне шӗллемесӗр тепӗр ҫын пурнӑҫне ҫӑлма хатӗррисем паянхи пурнӑҫра та пур.
Паян, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗнче хула пляжӗсенче ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне сыхласа 25 ҫын пурнӑҫне (вӗсенчен — 7 шӑпӑрлан) ҫӑлакан инкекрен хӑтаракансене чысланӑ.
Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх «Тӗп», «Сулахай ҫыран» №1, №2 пляжсенче ӗҫленӗ «Инженер хӳтӗлевӗ» АУО хӑйӗн ӗҫӗсене тивӗҫлипе пурнӑҫланӑ. Вӗсенчен чи хастаррисем: Юрий Витюк матрос — 5 путакана ҫӑлнӑ, Виталий Петров — 4 ҫынна, Дмитрий Белинский — 3 ҫынна, Александр Немцевпа Анатолий Алексеев — икшер, Владимир Малышев, Леонид Никифоров, Алексей Волошин тата Вячеслав Бронихин — пӗршӗр ҫынна ҫӑлма пултарнӑ. Вӗсене пурне те хисеплӗ хутсемпе тата тав сӑмахлӑ ҫырусемпе чысланӑ.
«Инженер хӳтелевӗ» АУО пуҫлӑхне Олег Алексеева та хисеп хучӗсемпе чысланӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков асӑннӑ организаци ӗҫ-хӗлне ҫӳлле шайра хакланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |