Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне, 14 муниципаллӑ районта вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органне суйлассипе хушма тата васкавлӑ суйлавӗсем иртнӗ. ТСК (выр. ЦИК) кӑтартӑвӗсемпе килешӳллен республикӑра суйлава хутшӑннӑ ҫынсен шучӗ — 57,21%.
Суйлавҫӑсем хутшӑннин чи ҫӳлле процентне __Тӑвай районӗнче__ регистрациленӗ — 83,05%. Хыҫҫӑн 82,90% кӑтартупа __Елчӗк районӗ__ пырать.
Суйлав бюллетенӗ ҫине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», ЛДПР, КПРФ партирен тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» фракцинчен пуре 90 кандидата кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри Патшалӑх канашӗн дупутатне суйлассипе хушма суйлавӗнче хӑйсен кандидатурине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», КПРФ, ЛДПР, «Родина» тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» юхӑмӗсенчен пуре 5 кандидата палӑртнӑ.
Чӑваш Ен ТСК кӑтартӑвӗ тӑрӑх нумайӑшӗ «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» партийӗн элчисене суйланӑ — 70%. Ыттисен вара ҫапларах кӑтартусем: «ЛДПР» — 10%, КПРФ — 9% тата 5% — «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей».
Тӗпсуйлавкомра пӗлтернӗ тӑрӑх суйлав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ пулӑмсене асӑрхаман. Суйлав йӗркине ШӖМ управленийӗн 350 ӗҫченӗ тата ШӖМ 3997 ШҪ 92 салтак тытса пынӑ.
ТСКра палӑртнӑ тӑрӑх 2012 ҫулта суйлавҫӑсен йышӗ ытларах пулнӑ. Ҫапах пӗтӗмӗшле илсен республикӑра кӑтартусем япӑхах мар. Тӗслӗхрен, Мускав мэрне суйланӑ чухне — 33,23% суйлавҫӑ кӑна хутшӑннӑ, Екатеринбургра вара — 30,38% ҫеҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |