«Выҫӑ хырӑм хыр тӑрне хӑпартнӑ», — текен каларӑш ахальтен мар ӗнтӗ ҫӳрет халӑхра. __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Ирчкассинче__ пулса иртнӗ пулӑм ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Унта иккен виҫӗ шкул ачи утара ҫаратнӑ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 9-мӗшӗнче республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтернӗ.
Ведомство тӗпчевӗсемпе килешӳллӗн __Ирчкасси__ ялӗн пӗр ҫынни темиҫе ҫул тӑршӗ вӗлле хурчӗсене ерчетет. Ялтан инҫех мар унӑн 500 яхӑн вӗлле те пур. Пуҫтарнӑ пыла 50 ҫулхи арҫын вырӑнтах, пысӑках мар будкӑра тасатнӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть, каҫхи хурала ирттернӗ чухне вӗлле хурчӗсене ерчетекен будка ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрнине тата алӑк юрӑхсӑрланнине асӑрханӑ пулнӑ. Шала кӗрсессӗн вӑл пыл шучӗ чакнине асӑрханӑ, ытти вара пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнӗнче пулнӑ.
Полици ӗҫченӗсем пыла юратакансене тепӗр кунах шыраса тупнӑ . Вӗсем иккен __Ҫӗмӗрлери__ коррекци шкулӗнче вӗренекен пӗр тӑван 12, 10, 8 ҫулхи пиччӗшсем пулнӑ. Пыл тутанас шухӑш вӗсен пуҫне кӳршӗ ялтан тарӑннӑ чухне кӗнӗ имӗш.
Паянхи кун шӑпӑрлансене хирӗҫ пуҫарса янӑ администрацилле ӗҫе ятарлӑ инспекци тӗпчет. Ачасен ашкӑнчӑкӗшӗн явапне ашшӗпе амӑшӗн тытмалла пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |