Ҫак кунсенче Европӑри ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗ 2015 ҫулта республика тӗп хулинче иртекен ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа ушкӑнсен чемпионатӑн офицаллӑ логотипне ҫирӗплетнӗ.
Пулас спорт форумӗн логотип проектне иртнӗ эрнере Швеци Лозанненче сӳтсе явнӑ. Унта республикӑри спорт министрӗ __Сергей Мельников__ тата Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн аслӑ секретарӗ Михаил Бутов хутшӑннӑ пулнӑ. Семинарта ҫитес ӑмӑртӑва йӗркелессипе тунӑ ӗҫсем ҫинчен тулли отчет йӗркеленӗ. Уйрӑмах спорт инфраструктури ҫине, аккредитаци, вырнаҫтару, ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тата хӑнасене транспортпа тата медицинӑпа тивӗҫтерес ыйтусем ҫине пусӑм тунӑ. Семинара Европӑри ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗн тӗп ертӳҫи Кристиан Милз ертсе пынӑ.
Пӗлме: асӑннӑ ӑмӑрту Европа шайӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унта Суперлигӑн 12 вӑйлӑ спортсмен ушкӑнӗ хутшӑнӗ.
Паянхи кунтан ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ҫирӗплетнӗ логотипа ӑмӑртун офицаллӑ символӗ тесе усӑ курма пултараҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |