Нумаях пулмасть __Шупашкар__ шкулӗнче вӗренекен 11 ҫулхи Даниил Леонидов Болгаринчен вырӑс шашка вӑййипе тӗнче первентсвин ҫӗнтерӳҫӗ кубокне илсе килнӗ.
Ӑмӑртура 14 ҫӗршывран пурӗ 184 шашист хутшӑннӑ пулнӑ. Первенство программине вӑййӑн виҫӗ тӗсе кӗнӗ — классикӑллӑ, хӑвӑрт тата ҫиҫӗмле хӑвӑрт виҫелле вӑхӑт контролӗсем. Даниил 54 парти ирттернӗ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗнче ҫӗнтернӗ, пӗрре те выляса яман.
— Тӗнче первенствине лекиччен эпир Ярославль облаҫӗнче иртекен чемпионата хутшӑннӑ. Унта Даниил пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Халӗ Питерта иртекен Тӗнче Кубокӗн этапӗнче хутшӑнма хатӗрленетпӗр, — каласа парать спортсмен тренерӗ Вячеслав Сухович.
Даниил ултӑ ҫултанах ачасемпе ҫамрӑксен шкулӗнчи шашка вӑййин уйрӑмне ҫӳреме тытӑннӑ. Вӑййа юратма вара амӑшӗ хӑнӑхтарнӑ иккен.
Шкула ачи хӑйӗн пултарулӑхне малалла та аталантарса пырасшӑн. Малашлӑхра тата пысӑк ҫитенӳсем тума ӗмӗтленет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |